Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пин тенке ҫывхарнӑ.
Республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен ирхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусем шутӗнче экономика аталанӑвӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ. ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Иван Моторин пӗлтерчӗ унта каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче уйӑхри вӑтам шалу 7,8 процент ӳснӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл 29,2 пин тенке ҫитнӗ.
Промышленность предприятийӗсене илсен, производство калӑпӑшӗ «Трактор завочӗсем» концернра ӳснӗ. Унта тракторсем тата вакунсем туса кӑларасси нумайланнӑ. Электротехника предприятийӗсем те аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ пирки каласан, сӗт суса илесси 6 процент ӳснӗ, аш-какай туса илесси 3 процент чакнӑ.
Чӑваш Енри тухтӑрсен ӗҫ укҫине ӳстерме 30 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрса панӑ. Ку укҫа – Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен. Ку распоряжение Раҫҫей правительствин председателӗ Михаил Мишустин пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал ҫак фондран Чӑваш Ен валли 29 миллион та 951 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫаран тухтӑрсене тата вӑтам медицина персоналне (ку йыша фельдшерсем, медсестрасем, акушерсем кӗреҫҫӗ тӗслӗхрен) ӗҫ укҫи тӳлӗҫ.
Палӑртса хӑварар: Раҫҫей правительствин медицина страхованийӗн фондӗнчен ҫӗршыври регионсем валли пӗтӗмпе 18,3 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев профсоюз пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта вӑл пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен ӗҫ укҫи 30 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх инкеклӗ лару-тӑру комитетӗнче тата РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствинче тӑрӑшакансен ӗҫӗ пӗр пекрех, анчах шалӑвӗ самаях уйрӑлса тӑнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсен ӗҫ укҫине республика хыснинчи нухратпа ӳстерме палӑртнӑ. Ҫӑлавӑҫемпе пушарнӑйсен шалӑвне 5 пин тенкӗ хӑпартасшӑн.
Хыснана тӳрлетӳсем кӗртнине ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ.
Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ.
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ.
Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.
Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать.
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсен шалу илес шанчӑк пур. Аса илтерер: организаци парӑмсене пула панкрута тухнӑ, унти ӗҫченсен умӗнче те парӑм пур: шалу тӳлемен.
Шалӑва перевозчикӑн пурлӑхне сутсан татма палӑртнӑ. Унччен маларах ЧР Арбитраж сучӗ парӑма татмалли йӗркене улӑштарн: пурлӑха сутнӑ тупӑшран ӗҫ укҫи тӳлӗҫ, хыснана ямӗҫ. Кунашкал заявленипе «Чӑвашавтотрансӑн» конкурс управляющийӗ суда тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: нумаях пулмасть предприятин администраци ҫуртне тата икӗ автостанцие сутнӑ.
«Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пысӑк шалу илекен хуласене палӑртнӑ.
Агентствӑн аналитикӗсем вӑтам шалу шайне тата стандартлӑ потребитель карҫинккине тишкернӗ. Ку кӑтарту — 1,4-ран пуҫласа 3,8-ччен.
Тишкерӗве Раҫҫейӗн 100 хули хутшӑннӑ. Вӗсенче 65 миллион ҫын пурӑнать.
Танлаштарӑмра, ним тӗлӗнмелли те ҫук, Мускав ҫӳлти йӗркене йышӑнать. Унти уйӑхсерен вӑтамран ларакан шалупа таварсемпе пулӑшӑвӑн 3,83 пуххине туянма пулать. Иккӗмӗш вырӑнта Кӑнтӑр Сахалинск. Унта вӑтам ӗҫ укҫи тӗрлӗ таварпа пулӑшӑвӑн 3,81 пуххине туянма ҫитет.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра Мускаври вӑтам ӗҫ укҫи 97 пин тенке ларнӑ, Кӑнтӑр Сахалинскра — 90,6 пине.
Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Салехард (3,35), тӑваттӑмӗшӗнче — Сургут (3,24), пиллӗкмӗшӗнче — Ханты-Мансийск (3,20).
Чи пӗчӗк кӑтарту Ростов облаҫӗнчи Шахты хулинче. Унта уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи стандартлӑ потребитель карҫинккин 1,36 чухлӗ туянма ҫеҫ ҫитет.
РИА Рейтинг эксперчӗсем чи пысӑк ӗҫ укҫиллӗ хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Вӗсем кӑҫалхи пӗрремӗш ултӑ уйӑха шута илнӗ. Шалусене потребитель наборӗпе танлаштарнӑ. Кунта 28 тӑваткал метрлӑ хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын ҫине 112 тавар (вӗсен йышӗнче - апат-ҫимӗҫ, транспортпа ҫӳрени, коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлени) кӗрет.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 100 хуларан Шупашкар танлаштарӑмра 85-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, Шупашкарта 2019 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 30,3 тенкӗпе танлашнӑ.
Раҫҫейри регионсенче шалу мӗнле ӳснӗ? Специалистсем ҫакна тишкернӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пур регионта та шалу ӳснӗ. Анчах вӑл мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсни кашни тӑрӑхра уйрӑлса тӑрать.
Чӑваш Ен танлаштарӑмра ку енӗпе 18-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн регионта вӑтам шалу 25 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Шалу ӳснипе Кострома облаҫӗ мухтанма пултарать. Вӑл танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тыва Республики. Чи аялти йӗркесенче - Питӗр тата Ямал-Ненецк автономи округӗ.
Раҫҫей Федерацийӗнче пурӑнакансем 34,5 пин тенкӗрен сахалтарах ӗҫлесе илеҫҫӗ. Пурте мар. Пирӗн ҫӗршыв ҫыннисенчен ҫурри ытла пӗчӗк шалупа пурӑнать. Ӗҫ укҫине Росстат тишкернӗ.
Уйрӑмах пысӑк укҫа илекенсем — 10 процент. Уйрӑмах пӗчӗк укҫа илекенсем — 10 процент. 13 хут уйрӑлса тӑрать вӗсен тупӑшӗ. Пысӑк тата вӑтам предприятисенче ӗҫлекенсенчен ҫурри ытла 34 335 тенкӗрен сахалтарах ӗҫлесе илет. Ака уйӑхӗнче ҫавӑн чухлӗ тухнӑ пирӗн ҫӗршывра ӗҫлесе пурӑнакансен уйӑхсеренхи шалӑвӗ.
Пысӑк тата вӑтам предприятисене шута илмесен Раҫҫей ҫыннисен ӗҫ укҫийӗ тата пӗчӗкрех ларать тенӗ Экономикӑн аслӑ шкулӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев университечӗн ӗҫ тӗпчевӗсен центрӗн директорӗ Владимир Гимпельсон. Вӑл — социолог.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ильин Александр Моисеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кривов Тимофей Степанович, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |